Стихотворение "Хурҫӑ хӗр» А. Тимбай
Юр ҫӑвать те, ҫил туллать,
Тӗксӗм пӗлӗт хупӑ.
Тӑвӑлпа пӗрле улать
Темиҫе ҫӗр тупӑ.
Вут ҫӗлен пек хӗрлӗ йӗр
Выртрӗ пӗлӗт урлӑ:
Ку-«Катюша»-хурҫӑ хӗр,
Вӑл тӑшманшӑн- хурлӑх.
Тӑпачпа йӗтем ҫинче
Авӑн ҫапнӑ евӗр
Тӳнкӗр-тӳнкӗр! мал енче
Савӑнса итлетпӗр .
Хурҫӗ мина ҫурӑлать-
«Катя» кучченеҫӗ.
Пирӗн «хӗр» ҫапла юрлать,
Ҫавӑн пек ун ӗҫӗ.
А. Тимбай
ФИО участника
Хуморова Маргарита
Возраст участника
9
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация