Николай Евстафьев Амӑш пилӗ
Хапха умне тухса тӑрса
Амӑш ӑсатнӑ ывӑлне,
Анчах йӗрсе те макӑрса
Йывӑрлатман салтак чунне.
Юлашки хут ыталаса
Каланӑ вӑл хуллен ӑна:
- Пӗлетӗп йывӑр пуласса,
Нумай асап кӗтет сана.
Ялан вӑй кӗтӗр чӗрӳне,
Сав аннӳне те çӗршыва.
Шанатӑп эпӗ, ӗненетӗп:
Киле эс таврӑнӑн сывах…
Хӑрушӑ пулнӑ вӑрçӑра,
Ҫапах пуçне усман салтак.
Ялан хӗрӳ çапӑçура,
Ялан вутра, ялан малта.
ФИО участника
Злата Иванова
Возраст участника
9
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация