Иван Малгай. Пире эс хураллан
- Иван Малгай
- Пире эс хураллан
- Чикĕри салтака
- Эс çывăрман, эс çывăрмастăн,
Тăванăм, кĕçĕр чикĕре.
Тĕттĕм пулсан та хăрамастăн...
Калатăн: çил вăл вĕртĕрех.
Сан умăнта çĕршыв илемĕ,
Пурне те эс курса тăран.
Çĕлен-калта каçса килеймĕ
Ку еннелле çичĕ ютран.
Сан умăнта – çитес кун ирĕ,
Тухас хĕвелĕн шевлисем.
Сан умăнта – колхоз уй-хирĕ,
Сан умăнта – тĕкĕр шывсем.
Сан умăнта – пуян пуласлăх,
Халь çеç пуçланнă стройкăсем.
ФИО участника
Анна Сергеева
Возраст участника
9
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация