Литература тĕпелĕ „Вĕренткен, çын, поэт“
Номинация: «Лучшее мероприятие по программе «Пушкинская карта»;
Санкинская сельская библиотека
Муниципального бюджетного учреждения культуры
«Централизованная библиотечная система»
Красночетайского муниципального округа
Чувашской Республики
Республиканский конкурс библиотечных проектов
«Уникальный опыт»
Номинация:
«Лучшее мероприятие по программе «Пушкинская карта»
Литературная гостиная
«Учитель, человек, поэт»
(Литература тĕпелĕ «Вĕренткен, çын, поэт»)
Автор: Самсонова Елена Васильевна,
главный библиотекарь
Санкинской сельской библиотеки
Санкино, 2023
Литература тĕпелĕ «Вĕренткен, çын, поэт»
(Сценари)
Тĕллев: ачасене интереслĕ те хастар çынпа, пултаруллă Яруткина Светлана Вячеславовнăпа тарăнрах паллаштарасси; вĕрентекенĕн пурнăçĕпе тĕрлĕ енлĕ аталаннă ĕçĕ-хĕлне, унăн сăввисен пĕлтерĕшĕпе тарăнлăхне ăнланса вулама хавхалантарасси; унпа тăван чĕлхен илемне туйса ыйтусене тĕрĕс йĕркелеме тата калаçăва хутшăнма, шухăша пĕтĕмлетсе çырса пама вĕрентесси.
Задачăсем:
- Вĕренткенĕн, çыравçăн, культура ĕçченĕн, тавра пĕлÿçĕн, спортпа туслă çыннăн ĕçĕ-хĕлне йĕрлесе пырасси.
- Çынна итлеме вĕрентессине аталантарасси; калаçăва хутшăнма хăнăхтарасси.
- Тăван тăрăха юратма вĕрентесси.
- Хамăр тăрăхри паллă çынсем çинчен пĕлесси.
Кирлĕ хатĕрсем:
- Çыравçă кĕнекисен куравĕ («Ăшри туйăмсем», «Сăвăсемпе юрăсем», «Илемлĕх ытамĕ», «Халап хапха тăрринче», «Чутай ен çыравçисен антологийĕ», «Сар хĕвел шевлиллĕ тăван енĕм»).
- Светлана Яруткинана пама хатĕрленĕ ачасен ыйтăвĕсем.
- Музыка инструменчĕсем: купăс, баян, бубен, шакăртма, шăнкăрав, параппан, шăхлич.
- Итлекенсен ÿсĕмĕ: 8-9-мĕш класс ачисем.
Тĕл пулу йĕрки
Библиотекарь: Ырă кун пултăр сире, шкул ачисем, хăнасем! Кашни çыннăн пурнăçĕ историпе тачă çыхăнура тăрать. Пулса иртекен пулăмсем, ытти çĕрти пекех, историе кĕрсе юлаççĕ. Пурнăç аталанăвĕнче чылай çын хăйĕн ĕçĕсемпе палăрса тăрать. Пирĕн тăрăхра та тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсем сахал мар. Кăçал Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хушăвĕпе Раççей Федерацийĕнче Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе йышăннă. Шăпах çак çулталăкпа çыхăнтарса эпир хамăр библиотекăна Хусанушкăнь шкулĕнче шкул ачисене вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Светлана Вячеславовна Яруткинана тĕл пулăва чĕнтĕмĕр. Вăл тĕл пулăва килме хирĕç пулмарĕ, пирĕн пата килсе çитрĕ. Светлана Вячеславовна, эпир сире курма яланах хавас.
Библиотекарь: Французсен паллă çыравçи Антуан де Сент-Экзюпери çапла каланă: „Çынпа тĕл пулса калаçни – чи пысăк пĕлтерĕшлĕ илемлĕх”. Чăн та, çын кăмăллăхĕ калаçура питĕ лайăх палăрать. Пирĕн Хусанушкăнь тăрăхĕнчи Яруткина Светлана Вячеславовнăпа калаçнă чух шăпах çакна çирĕплетсе калама пулать. Светлана Вячеславовнăпа тĕл пулу ирттерес шухăш манăн пуçра тахçанах çуралнăччĕ. Мĕншĕн тĕл пулу ирттерес мар-ха унпа теттĕм. Паян, шăпах çак хам шухăша пурнăçа кĕртес тĕллевпе, унпа тĕл пулу йĕркелерĕмĕр те. Светлана Вячеславовна, кĕскен те пулин хăвăр çинчен каласа парсан аванччĕ.
(Çыравçă калаçать)
Библиотекар: Пирĕн хушăра Светлана Вячеславовнăпа пĕрле ĕçленĕ вĕрентекене сăмах парас килет. Тархасшăн, Марина Анатольевна, сире сăмах паратпăр.
Учитель: Светлана Вячеславовнăпа эпĕ вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех чылай çул пĕрле ĕçлерĕм. Паллах, ун çинчен каламалли тем чухлех. Вăл чăваш чĕлхипе литература урокĕсене юратса ачасене вĕрентрĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче вĕренекенсене тĕрлĕ конкурса, фестивале, олимпиадăна хутшăнтарнă, чылай ача çĕнтерÿçĕ те пулса тăнă. Çав вăхăтрах хăй те тĕрлĕ енлĕ çитĕнÿсем тунине пĕлетпĕр. Паллаштарам-ха сире унăн çитĕнĕвĕсемпе. «1998 – Çулталăк учителĕ» районти конкурсра 2-мĕш вырăн, Чăваш халăх сайчĕ ирттернĕ республикăри литература интернет-конкурсĕсенче «Халап хапха тӑрринче…» - 3 вырӑн, «Урхамахсем тăраç тапăртатса…» - 2-мĕш вырăн, «Ăраскал çăлтăрĕ» - 2-мĕш вырăн, «Шан мана, тĕнче!» - 3-мĕш вырăн. Чăваш наци библиотеки ирттернĕ Чăваш çырулăхне халалланă «Чăваш чĕлхи. Ĕнер. Паян. Ыран» республикăри сочиненисен конкурсĕнче – 2 вырăн, Чăвашсен пĕрремĕш букварĕ (1872) пичетленсе тухнăранпа 140 çул çитнине халалланă республикăри интернет-конкурсра – 3-мĕш вырăн, республикăри «Тантăш» хаçат учительсем хушшинче ирттернĕ уяв сценарийĕсен конкурсĕнче – 1-мĕш вырăн, республикăри педагогсен «Чăваш чĕлхипе литеретурин чи лайăх урокĕ. Класс тулашĕнчи ĕçĕн тата урокăн хатĕрлевĕ» конкурсĕнче – призер тата çĕнтерÿçĕ», регионсем хушшинчи вĕрентекенсен «Кĕскен каласа нумай пĕлтер» синквейенсен интернет-конкурсĕнче – 2-мĕш вырăн, педагогсен регионсем хушшинчи «Хавхалану» пултарулăх фестиваль конкурсĕнче – призер, икĕ хутчен Пĕтĕм тĕнчери «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурсра вĕрентекенсем хушшинче – çĕнтерÿçĕ, регионсем хушшинчи вĕрентекенсен «Кĕскен каласа нумай пĕлтер» синквейнсен интернет-конкурсĕнче – призер, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» регион ирттерекен интернет олимпиадин призерĕ .
1-мĕш ача: Светлана Вячеславовна, эпир эсир сăвăсем çырма юратнине пĕлетпĕр. Пĕрремĕш сăвва хăçан çырнине астăватăр-и?
(Çыравçă калаçать)
2-мĕш ача: Эсир нумай сăвă çырнă. Сире сăвăсем çырма çăмăл-ши?
(Çыравçă калаçать)
3-мĕш ача: Мĕншĕн ун пек шутлатăр?
(Çыравçă калаçать)
4-мĕш ача: Эсир миçе кĕнеке авторĕ?
(Çыравçă калаçать)
Библиотекарь: Эсир хăвăр хайлавăрсенче тăван çĕр-шыва, тăван ене, атте-аннене, тăвансене, тус-юлташа юратнине çырса кăтартатăр. Вĕсемсĕр пуçне тата тĕрлĕ ыйтусене те хускататăр хăвăр сăввăрсенче. Акă, тăван ене чунтан юратнине халалласа эсир темиçе сăвă хайланă. Хăвăр çуралнă тăрăх кашни сăввинчех çав тери хаклине, нихçан асран тухманнине чуна пырса тивмелле çыратăр.
5-мĕш ача: Эпĕ сире Светлана Вячеславовнăн пĕр сăввине вуласа парасшăн.
Çуралнă ялăм
Çуралнă ялăм, савнă ял,
Сÿнми телей пилленĕ ял.
Эсех – ачалăхăн сăпки,
Яланлăх – хаклăран хакли.
Эс маншăн кĕмĕл йăлтăркка,
Астармăш çутă пайăрка.
Чунра ялкăшакан хĕлхем,
Çуках санран пахи, пĕлсем,
Куçпа виçейми илемÿ,
Тавралăх вĕçсĕр киленÿ.
Çуралнă ялăм, чун уççи,
Юратнăран – чĕре ăшши.
Çуралнă ялăм, манăçми,
Санра ăш туйăм иксĕлми.
Чечек пек капăр сан сăну,
Пĕр тикĕс кустăр пурнăçу.
Библиотекарь: Анне пилленĕ чĕлхен илемне ăшри туйăмсене палăртса çырни те сирĕн сăвăсем хушшинче темĕн чухлех.
6-мĕш ача: Манăн сире тăван чĕлхене халалланă сăвва итлеттерсе пăхтарас килет.
Чĕвĕлтет, чĕкеç чĕлхи
Чĕвĕлтет, чĕкеç чĕлхи, ялан,
Халăх чунĕ палăрать санра.
Пит илемлĕ эс, паха, пуян,
Çепĕç туйăм çуратан чунра.
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлтет, чĕлхем,
Тыткăнлатăн эс сăпайлăхпа.
Янăравлă та ачаш чĕлхем,
Астаратăн тек асамлăхпа.
Чĕвĕлтет, чĕкеç чĕлхи, ялан,
Эс хушатăн пирĕнте çунат.
Тÿпери çăлтăрла ялкăшан,
Ĕмĕр сÿнмĕ чунри вăй-хăват.
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлти чĕлхепе
Вĕçсĕр тăтăр юрă янраса.
Чун кĕввиллĕ савнă чĕлхепе
Эп куллен пуплетĕп юратса.
Библиотекарь: Сире шкул ачисемпе концертсем нумай лартнине курнă. Хăвăр сăвăсемпе юрăсем те кĕвĕлетĕр. Юррисемпе халăх умне тухни те куç умĕнче. Пире те, Сĕнтĕçырминчи культура çурчĕн ĕçченĕсене, хăвăр юрăсене юрлаттарнă. Светлана Вячеславовна, тен, пĕр юррине те пулин ачасене юрлаттарма хирĕç мар эсир?
(Яруткина С.В. юрă сăмахĕсене валеçсе парать. Баян илсе малтан хăй юрласа парать, унтан ачасене юрлаттарать).
Юратнă шкулăм
Сăввипе кĕвви Светлана Яруткинан
1. Вĕрентсе кăлартăн
Пит нумай ача.
Çын тума пултартăн,
Пысăк тав сана.
Х. ю.: Эх, юратнă шкулăм,
Манас çук сана.
Манăн савнă шкулăм,
Эс çĕкле ятна.
2. Иксĕлми хăватшăн
Кăмăл çĕкленет.
Утнăшăн хăюллăн
Чунăм хĕпĕртет.
Хушса юрламалли.
3. Ăс-тăн панă шкулăм,
Таймапуç сана.
Ĕмĕр ĕмĕрлерĕн,
Пурăн малалла.
Хушса юрламалли.
Учитель: Тата эпĕ хушса калам-ха. Светлана Вячеславовна чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентнĕ май музыка урокĕсене те вĕрентрĕ. Унăн вĕренекенĕсем музыка енĕпе те конкурссене нумай хутшăннă. Концерт сценарийĕсене те хăех çыратчĕ. Вăл «Янра, хут купăс!» республика телевиденийĕн «Выля, хут купăс!» передачинче, икĕ хутчен республика зонинчи учительсен сморт-конкурсĕнче хăй çырнă юррисемпе хутшăннă. «Пĕчĕк çеç путене» ача-пăча фольклор III тата V фестивалĕcенче шкулта йĕркеленĕ «Янрав» ушкăнпа икĕ хутчен республикăра лауреат пулнă, Республикăри тата регионсем хушшинчи «Пĕчĕк çеç путене» ача-пăча фольклор VI тата VII фестивалĕcенче район шайĕнче 2-мĕш вырăнсене йышăннă.
7-мĕш ача: Светлана Вячеславовна, хăвăр хайлавсем ăçта-ăçта пичетленнине каласа парсамăрччĕ.
(Çыравçă калаçать)
8-мĕш ача: Калăр-ха тархасшăн, Светлана Вячеславовна, сирĕн çинчен ăçта-ăçта пичетленĕ?
Библиотекарь: Кун çинчен кăштах эпĕ калам-ха. Светлана Яруткина çинчен «Пирĕн пурнăç» район хаçатĕнче (1989, 2014), «Краткая энциклопедия Красночетайского района» (2004), В.Романов кăларнă «Çăмăл çул шыраман» (2015), «Краткая энциклопедия просвещения Красночетайского края» (2017), «Энциклопедия Красночетайского района» (2019) кĕнекесенче, «Чăваш хĕрарăмĕ» (2015) тата «Хыпар» (2016), республика хаçачĕсенче очерксем, тĕрленчĕксем, интервьюсем пичетленĕ. Ун çинчен хамар Хусанушкăнь тăрăхĕн тата Чăваш халăх сайчĕсенче çырнине вуланăччĕ.
9-мĕш ача: Светлана Вячеславовна, эпир эсир тавра пĕлÿ енĕпе ĕçленине те пĕлетпĕр. Сире районта мĕнле те пулин кĕнекесем кăларнă çĕре хутшăнтарчĕç-и?
(Çыравçă калаçать)
10-мĕш ача: Эпир эсир спортпа интересленни те пире паллă. Ытларах хăш спорт енне кăмăллатăр?
(Çыравçă калаçать)
Библиоекарь: Светлана Яруткина çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас тата вĕрентес енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн, тĕрлĕ конкурссенче, фестивальсенче, ăмăртусенче хутшăннăшăн чылай дипломсене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Унăн паллăрах наградисем: Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăх фестиваль лауреачĕн медалĕ (1985), Чăваш Республикинчи Патшалăх Совечĕн тата РСФСР вĕрентÿ Министерствин Хисеп грамотисем (1999, 1981), «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят (1998), «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят (2012), Чăваш Республикинчи писательсен Союзĕн тата Пĕтĕм тĕнчери писательсен пĕрлештернĕ Союзĕн членĕ (2012), Чăваш халăхĕн Алексей Талвир ячĕллĕ республикăри литература премине тата медальне тивĕçнĕ (2012), «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят (2013), Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн пайташĕ (2015), «Чăваш Республикин хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ» хисеплĕ ят (2019), «Чăваш ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти» хисеплĕ ят (2021), Мĕнпур чăваш халăхĕн Роза Шевлепи ячĕллĕ наци премийĕн дипломĕпе медалĕ (2022), Петĕр Ялкир ячĕллĕ преми лауреачĕн дипломĕпе медалĕ (2022).
Çыравçă: Манăн тĕл пулăва килнĕ ачасемне тĕрлĕ музыка инструменчĕпе чăваш кĕввисене выляттарас килет.
(Яруткина С.В. ачасене тĕрлĕ музыка инструменчĕ валеçсе парать. Купăс каласа ачасем шавлă оркестр тăваççĕ).
Библиотекарь: Çыравçăн кĕнекисемпе паллашма вăхăт çитрĕ.
(Ачасем сĕтел çинче йĕркеленĕ Яруткина С.В. кĕнекисемпе паллашаççĕ, вĕсене уçкаласа пахаççĕ).
Библиотекарь: Светлана Вячеславовна, эсир çак тĕл пулура вĕренекенсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
(Çыравçă калаçать)
Çыравçă: Хисеплĕ шкул ачисем! Сире шкулта тăрăшса вĕренме сĕнетĕп. Вĕренÿре ăнăçу сире савăнарсах тăтăр. Пурнăçăн анлă çулĕпе утнă май сире çирĕп сывлăхпа иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатăп. Хăвăр аçăр-аннĕре, учительсене, аслă ăрури çынсене хисеплĕр, итлĕр.
Библиотекарь: Хисеплĕ Светлана Вячеславовна! Сире çак тĕл пулăва килнĕшĕн тав тăватăп. Кашни çĕнĕ куна ырă ĕмĕтсемпе тата çутă тĕллевсемпе кĕтсе илмелле пултăр. Çирĕп сывлăхпа çÿрĕр. Ăнăçу пайăркисем сирĕн çула çутатсах тăччăр.
Библиотекарь: Тепре тĕл пуличчен! Чипер çÿрĕр!
Усă курнă литература
- Галина Зотова. Чăваш халăх сайчĕ. Персона: Светлана Яруткинана çавра çулпа саламларĕç. 19.01.2015.
- Галина Зотова. «Ырă ятпа пĕлеççĕ». – «Пирĕн пурнăç», 8(9447)№, 2015 çулхи февралĕн 6-мĕшĕ, 3 стр.
- Галина Зотова. «Антологи авторĕ». – «Чăваш хĕрарăмĕ», 10(932)№, 2016, пуш, 19. 2 стр.
- Краткая энциклопедия Красночетайского района. – Издательство «Калем», Чебоксары, 2004, стр.221.
- Николай Плотников. Чăваш халăх сайчĕ. Литература ăмăртăвĕсем. Авторсем. Электронлă вулавăш. – Çыравçă: Светлана Яруткина. – Шупашкар, 2009-2015.
- Роза Власова. «Сурăх касăвĕнче çуралчĕç сăвă йĕркисем». – /«Ялта пурăнать писатель» рубрика/. «Хыпар» хаçат. 114-115 №№, 2016, утă, 22, 12 стр.
- Романов В.К. Çăмăл çул шыраман. /Светлана Яруткина пултарулăхĕпе пурнăçĕ/– Шупашкар: «Хамăн типрографи» юлташлăх, 2015, 164-166 стр
- ссылка на материал https://cloud.mail.ru/public/A...