КУРТӐМ ВӐРÇӐ КИНОРА, Александр Хум
КУРТӐМ ВӐРÇӐ КИНОРА
Куртӑм вӑрҫӑ кинора.
Вӑрҫӑ пит хӑрушӑ.
Ҫӗр ҫунать йӗри-тавра,
Ҫӗр юлать пуш-пушӑ.
Куртӑм: пӗчӗк ачасем
Татӑлса йӗреҫҫӗ.
Тӑранса курман вӗсем,
Выҫӑпа вилеҫҫӗ.
Ҫӑкӑр кирлӗ вӗсене,
Тытчӑр сиплӗ татӑк.
Ҫӗнӗ бомба вырӑнне
Кирлӗ шкул е садик.
Шӑпчӑк йывӑҫ хушшинче
Киленсе юрлатӑр.
Пур ача та ҫӗр ҫинче
Савӑнса вылятӑр.
Александр Хум.
ФИО участника
Фёдор Александров
Возраст участника
12
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация