Мире сыхлама эсир кайнă
Раççей салтакне тав тăватпăр.
Шанса пурăнатпăр ăна.
Пурин ячĕпе тав тăватпăр,
Куççулĕ ан юхтăр кăна.
Сире аçăр - аннĕр пил панă
Вутран чĕррĕн тухăр тесе.
Мире сыхлама эсир кайнă
Фашизм вăй ан илтĕр тесе.
Сирте эпир хÿтлĕх куратпăр,
Мухтавлă арсем, ывăлсем.
Çĕре çитиех пуç таятпăр,
Чипер çаврăнса килĕрсем.