Пётр Хусанкай "Таня"
Амăшне каларĕ хĕрĕ
Вăрттăн ерипен
Эп вăрçа каятăп терĕ
Маншăн ан шиклен
Амăшĕ чăр пăхрĕ Эсĕ
Чакрĕ чакрĕ вăй
Хĕрхенсе куççульленмесĕр
Тӳсеймерĕ хăй
Куç тулли тăрать чипер хĕр
Унăн умĕнче
Таврара кĕрлет хисепсĕр
Юн тăкан тĕнче
Эх анне чĕри Çунать-çке
Вăл çапла ялан
Çумĕнчи ăшă çуначĕ
Пушшине туйсан
Йăвине тĕрĕс-тĕкеллĕн
Вăл усрасшăнах
Ун чĕппи ĕнтĕ тĕкленнĕ
Вăл калать сăмах
Ан йĕрсем тет вăл ан макăр
Ан кулян анне
Астăватăн-тăр манман-тăр
Ху каланине
ФИО участника
Маркова Валерия
Возраст участника
14
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация