Л. Сарине. Пире сыхлама эсир кайна
Раççей салтакне тав тăватпăр
Шанса пурăнатпăр ăна
Пурин ячĕпе тав тăватпăр
Куççулĕ ан юхтăр кăна
Сире аçăр-аннĕр пил панă
Вутран чĕррĕн тухăр тесе
Мире сыхлама эсир кайнă
Фашизм вăй ан илтĕр тесе
Сирте эпир хýтлĕх куратпăр
Мухтавлă арсем,ывăлсем
Çĕре çитиех пуç таятпăр
Чипер çаврăнса килĕрсем