Аслӑ Ҫӗнтерӳ
Ял варринче шап-шурă палăк…
Çын чарăнать унта çитсен.
Карта… Чечек… Пĕр пĕчĕк алăк ,
Чун пăлханать шала кĕрсен.
Мĕн чухлĕ ят унта вулатпăр,
Йăлтах эпир пĕлен ятсем.
Вĕсем камне аван чухлатпăр:
Асаттесем те аттесем.
Тахçан вĕсем пура пуранă,
ÿстернĕ ешĕл йывăçсем.
Тыр-пул пухса уйра тарланă,
Çын тулăх пурăнтăр тесе.
Кайран… тăшмансене аркатнă
Хăрушă пушара кĕрсе,
Пире валли телей упранă,
Чакмасăр, çапăçса, тÿнсе.
ФИО участника
Аделина Кондратьева
Возраст участника
7
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация