стихотворение Петра Хузангая "Таня"
Амăшне каларĕ хĕрĕ
Вăрттăн ерипен
Эп вăрçа каятăп терĕ
Маншăн ан шиклен
Амăш чăр тинкерчĕ Эсĕ
Чакрĕ чакрĕ вăй
Хĕрхенсе куççулленмесĕр
Тÿсеймерĕ вăл
Куç тулли тăрать пĕртен-пĕр
Хĕрĕ умĕнче
А йĕри-тавра хисепсĕр
Юн тăкан тĕнче
Эх, анне чĕри Çунать-çке
Вăл çапла ялан
Çумĕнчи ăшă çуначĕ
Пушшине туйсан
Йăвине тĕрĕс-тĕкеллĕн
Вăл усрасшăнах
А чĕппи ĕнтĕ тĕкленнĕ
Вăл калать сăмах
Ан йĕрсем тет вăл ан макăр
Ан кулян, анне.
Астăватăн-тăр, манман-тăр
Ху каланине.
ФИО участника
Петрова Анастасия Алексеевна
Возраст участника
7
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация