Илья Тукташ "Вилӗме ҫӗнтерни" читает Почемова А.Н.
Хăруш аманнă вăл… Сывлать аран.Куҫне уҫса хупма та вăйӗ ҫук ун.
Ытла та юн нумай ҫухатнăран Ҫăлма ним чухлӗ шанчăк ҫук хирургăн.
Хирург васкать. Халь вилӗме ҫӗнме Секунд ҫине шанни кăна пултарӗ.
Ҫӗлерӗ сурана. Професси тÿсӗмпе Чӗре шакканине итле пуҫларӗ.
Сехет шаккать. Салтакăн та чӗри Нихҫан сыпăнмасла тапать вăраххăн.
Ҫамки кăна тÿсме те ҫук вӗри Ик-виҫ хутчен аманнă ват салтакăн.
ФИО участника
Почемова Алина
Возраст участника
53
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация