"Эпир ҫӗнтертӗмӗр ҫавах"
Эпир çĕнтертĕмĕр çавах
Пăчăртанса тухать куççулĕ
Хаштах сывлать ман асатте –
Вăл ватă, пурнăçăн кун-çулĕ
Ăна канăç памасть пĕртте.
Умрах, асрах вăрçă кăварĕ,
Хула та ял çунса выртни.
Мĕн чухлĕ çамрăклăх масарĕ,
Асран тухмасть-çке юн тăкни.
Çамрăклăха вăрçă хупларĕ,
Эпир çĕнтертĕмĕр çавах.
Ан пултăрччĕ вăрçă кăварĕ,
Эпир вĕт вăйлă, мухтавах…
(Николаев Егор Юрьевич, Упи шкулӗ, 6-мӗш класс )
ФИО участника
Николаев Егор
Возраст участника
12
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация