А. Артемьев. Сӑвӑ ,,Мир салтакӗ"
- Шуралман-ха шурӑмпуҫӗ, Ялӑм-йышӑм вӑранман, Мир салтакӗ, ҫӗнтерӳҫӗ, Таврӑнатӑн эс ҫартан.
- Таврӑнатӑн эс маттуррӑн Инҫетри ют ҫӗрсенчен, -Ачаран палланӑ хурӑн Пуҫ таять ҫул хӗрринчен.
- Кӑвак шуҫӑм кӑвакарчӗ, Кил умне пырса ҫитсен, Кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ карчӑк Алӑкра тӑрать кӗтсе.
- Ват аннеҫӗм йӗрсе ячӗ, Йӗрсе ячӗ чуп туса: "Темиҫе ҫул макӑрманччӗ - Халь йӗретӗп савӑнса...
- Тавтапуҫ, мухтавлӑ ывлӑм: Эс ҫӗнтертӗн тӑшмана!" Анне мар, тӑван ҫершывӑм Тав тӑвать иккен сана.
ФИО участника
Тимофеева Ольга
Возраст участника
33
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация