Стихотворение «Вӑрҫа пула куҫҫулӗ чарӑнмарӗ» («Не затихает боль войны». Посвящается погибшим воинам в СВО).
Вӑрҫа пула куҫҫулӗ чарӑнмарӗ (Кӗскетнӗ вариант)
Ытла та тӑкӑскӑ кунҫулӑн йӗрӗ.
Вӑрҫа пула хитрелӗх арканать,
Сӗмсӗрлӗхпе хаярлӑх пуҫ пулнишӗн
Ҫынна ҫынах курайми пулать.
Паянхи кун илсе килсе пытарчӗҫ
Анне енчи тӑванӑн ывӑлне.
Куҫҫуль те юн ҫӑтса тӑранаймастни,
Эс, чунилли, тӑшман, халӑхӑнне?
Ывӑлӗпе пӗрле кӗрсе выртасшӑн,
Ӳкесшӗн амӑш вилӗм шӑтӑкне…
Пӗтӗм тӗнче унпа пӗрле йӗрсен те,
Тӑратаймасть-ҫке ывӑлне чӗртсе.
ФИО участника
Яковлева Лидия
Возраст участника
72
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация