Александр Алка. «Ырă ят»
Александр Алка. «Ырă ят»
Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта
Çутатать çурхи шуçăм - çут ылтăн…
Сывлăм ӳкнĕ варта çамрăк паттăр выртать,
Пăшалне чăмăртанă хăй хыттăн.
Ӳксе выртнă çĕрте юлташне вăл шырать.
Вăйсăр куçĕ ун вилĕм пек сыхă…
Юлташ мар-çке умра, савни мар-çке çумра,-
Палламан хĕр сӳтет шурă çыхă.
«Ан та тăрăш, юлташ, - илтĕнет лăпкă сас, -
Сăрхăнать юлашки чĕрĕ юнăм;
Ӳте пуля кăшлать, ăша тимĕр касать;
Сивĕ вилĕм туять çамрăк чунăм.
ФИО участника
Шартова Ангелина
Возраст участника
15
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация