Петĕр Хусанкай. «Таня» поэма сыпăкĕ
Петĕр Хусанкай. «Таня» поэма сыпăкĕ
Амăшне каларĕ хĕрĕ
Вăрттăн, ерипен:
- Эп вăрçа каятăп, -терĕ, -
Маншăн ан шиклен.
Амăшĕ чăр пăхрĕ: «Эсĕ!»
Чакрĕ, чакрĕ вăй…
Хĕрхенсе куççуленмесĕр
Тӳсеймерĕ хăй.
Куç тулли тăрать чипер хĕр
Унăн умĕнче.
Таврара кĕрлет хисепсĕр
Юн тăкан тĕнче.
Эх, анне чĕри! Çунать-çке
Вăл çапла ялан
Çумĕнчи ăшă çуначĕ
Пушшине туйсан.
ФИО участника
Федорова Наталья
Возраст участника
14
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация