А. Клементьев. Тăватă çул кĕрлерĕ вăрçă шавĕ
- Тăватă çул кĕрлерĕ вăрçă шавĕ
Вутра çунан Европа çийĕпе
Тăван çĕршыв салтакĕсен мухтавĕ
Çĕкленчĕ çав вутри çĕнтерÿпе - Тантăшăмсем,
эпир нумай çÿренĕ
Мăнаçлă Атăлтан Карпат таран - Пире тăван пекех кĕтетчĕ Вена
Эпир тĕрĕслĕхе юратнăран - Варшава витĕр, Одер шывĕ урлă
Эпир çул хывнă Çĕнтерÿ патне
Походсенче юрланă пирĕн юрă
Асилтеретчĕ Атăл хăватне - Ют çĕрсенче те сиреньсем ÿсетчĕç
Анчах та темĕншĕн чĕре чĕнместчĕ
Ларса канма вĕсен ют сулхăнне
Çут шухăшсем Раççееллех вĕçетчĕç
Тăван хуласене йăмраллă ялсене
ФИО участника
Семенова Валерия
Возраст участника
8
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация