поэма "Таня"
Амăшне каларĕ хĕрĕ
Вăрттăн, ерипен:
«Эп вăрçа каятăп, —терĕ,
— Маншăн ан шиклен».
Амăш чăр тинкерчĕ:—Эсĕ?! —
Чакрĕ, чакрĕ вăй…
Хĕрхенсе, куççулленмесĕр
Тÿсеймерĕ вăл.
Куç тулли тăрать чипер хĕр
Унăн умĕнче.
Таврара кěрлет хисепсĕр
Юн тăкан тĕнче.
Эх, анне чĕри! Çунать-çке
Вăл çапла ялан,
Çумĕнчи ăшă çуначĕ
Пушшине туйсан;
Йăвине тĕрĕс-тĕкеллĕн
Вăл усрасшăнах.
Ун чĕппи ĕнтĕ тĕкленнĕ,
Вăл калать сăмах:
«Ан йĕрсем, —тет вăл, —ан макăр,
Ан кулян, анне.
Астăватăн-тăр, манман-тăр
Ху каланине.—
ФИО участника
Мария Моисеева
Возраст участника
14
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация