Николай Евстафьев Амеш пиле
Хапха умне тухса тăрса
Амăш ăсатнă ывăлне
Анчах йĕрсе те макăрса
Йывăрлатман салтак чунне
Юлашки хут ыталаса
Каланă вăл хуллен ăна
Пĕлетĕп йывăр пуласса
Нумай асап кĕтет сана
Вилес пулсассăн чĕрÿне
Пар пархатарлăн çĕршыва
Анчах шанатăп, ĕненеп
Киле эс таврăнăн сывах
Инçе-инçе çула кайса
Хăварнă йĕкĕт амăшне
Каçхи тăманлă ҫил шăлса
Хупланă паттăрăн йĕрне
Вăл курнă вилĕм çавине
Вăл илтнĕ хурçă йĕнине
Ҫапах пĕр пуля та унне
Юхтарайман вĕри юнне
ФИО участника
Яковлева Мария
Возраст участника
10
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация