Михаил Сеспель "ЧĂВАШ АЧИНЕ"
Михаил Сеспель
ЧĂВАШ АЧИНЕ
Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм:Хăçан кăтартăн халăхна
Ху чĕлхÿне хăват кĕртмешкĕн
Тĕнчене килнĕ ывăлна?
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем! Эс пур, — çук мар.
Оставьте первый отзыв
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация