М. Сеспель «Салтак шăпи»
Çурта çунать.
Вакун пĕр сассăр,
Мĕнпур салтакĕ çывăрать.
Шалун каять пĕр чаранмасăр,
Кустăрма çеç кăлтăртатать.
Пĕр яш салтакăн халĕ пĕтнĕ —
Пусне усса сĕнксе ларать;
Çывăраймасть, ыйхи ун вĕçнĕ;
Хай Çĕршывне вăл тунсăхлать.
«Ах, ыр аннем, тăван аннеçĕм,
Мĕн-ма çуратрăн-ши мана?
Çуках-шим ман вара телейĕм?—
Шинель çактарчĕ самана.
Шинель мана йăлт улшăнтарчĕ,—
Салтак кăна халь ятăм ман;
Хулпуççие вăл усăнтарчĕ,
Пăшал чакарчĕ халăма.
Ят тухрĕ те — илейсе кайрĕç
Виç çул эп пултăм салтакра.
Хевтесĕр, сывлăхсăр хăварчĕç,
Ырри мĕн тиврĕ-ха вара?
Ак юнлă çапăçу пуçланчĕ,
Етре вĕçет çырма енчен.
Çири шинелĕм таткаланчĕ,
Выртатăп алсăр, пĕр-пĕччен.
Хĕр-санитар кĕç çывăхарчĕ:
«Тăванăм, кÿр çыхса ярам.
Ман урапам çине выртсамччĕ,
Сана часрах илсе каям».
Çурта çунать. Вакун пĕр сассăр.
Мĕнпур салтакĕ çывăрать.
Шалун каять пĕр чарăнмасăр,
Кустăрма çеç кăлтăртатать.