Петĕр Хусанкай «Хăюллăн малалла!»
Хăюллăн малалла!
Ăçтa пулсан та эп —
Çĕршыв манпа пěрле.
Пĕлетĕп, ĕненеп:
Эпир çĕнтермелле.
Çĕр халăхлă çĕршыв
Пĕр ĕмĕтпе тăрсан,
Юлма ан асăн сыв,
Антăхакан тăшман!
Тĕсех сана эппин!
Эпир малтан тивмен.
Анчах ĕнтĕ халь тин
Каçару çук пиртен.
Эпир курманах мар
Вутне те çулăмне.
Тăвар пек витнĕ тар
Пур пирĕн йăхсене...
Ăçта пулсан та эп —
Çĕршывăм манпала.
Пĕрех йыхрав илтеп:
Хăюллăн малалла!
ФИО участника
Димитриева Ника
Возраст участника
7
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация