"Таня" П.Хусанкай
Амăшне каларĕ хĕрĕ
Вăрттăн, ерипен
Эп вăрçа каятăп,терĕ
Маншăн ан шиклен
Амăшĕ чăр пăхрĕ — Эсĕ?
Чакрĕ, чакрĕ вăй
Хĕрхенсе куççульленмесĕр
Тӳсеймерĕ хăй.
Куç тулли тăрать чипер хĕр
Унăн умĕнче.
Таврара кĕрлет хисепсĕр
Юн тăкан тĕнче.
Эх, анне чĕри! Çунать-çке
Вăл çапла ялан.
Çумĕнчи ăшă çуначĕ
Пушшине туйсан.
Йăвине тĕрĕс-тĕкеллĕн
Вăл усрасшăнах.
Ун чĕппи ĕнтĕ тĕкленнĕ,
Вăл калать сăмах
Ан йĕрсем, тет вăл, ан макăр,
Ан кулян, анне.
Астăватăн-тăр, манман-тăр
Ху каланине.