Николай Евстафьев "Амашен пиле" читает Тарасова Альбина Николаевна
Хапха умнее тухса тӑрса,Амӑш ӑсатнӑ ывӑлне, Анчах йĕрсе те макӑрсаЙывӑрлатман салтак чуне. Юлашки хут ыталааКаланӑ вӑл хуллен ӑна: -Пĕлетĕп йывӑр пуласса, Нумай асап кĕтет сана. Вилес пулсассӑн, чĕрÿнеПар пархатарлӑн çĕршыва, Анчах шанатӑп, ĕненеп:Киле эс таврӑнӑн сывах… Инçе-инçе çула кайса,Хӑварнӑ йĕкĕт амӑшне. Каçхи тӑманлӑ çил шӑлсаХупланӑ паттӑрӑн йĕрне. Вӑл курнӑ вилĕм çавине, Вӑл илтнĕ хурçа йĕнине. Сапах пер пуля та унне Юхтарайман вери юнне.