Стихотворение "Амӑш пилӗ" Николая Евстафьева
Амӑш пилӗ
Хапха умне тухса тӑрса
Амӑш ӑсатнӑ ывӑлне,
Анчах йӗрсе те макӑрса
Йывӑрлатман салтак чунне.
Юлашки хут ыталаса
Каланӑ вӑл хуллен ӑна:
-Пӗлетӗп йывӑр пуласса,
Нумай асап кӗтет сана.
Ялан вӑй кӗтӗр чӗрӳне,
Сав аннӳне те ҫӗршыва.
Шанатӑп эпӗ,ӗненеп:
Киле эс таврӑнӑн сывах...
Н. Евстафьев
ФИО участника
Харитонова Стефания
Возраст участника
9
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация