Сергей Лобанов. Яшсем
Вунпилӗк яш — вунпилӗк ҫамрӑк каччӑ.
Снаряд та пуля тивнӗ кив КамАЗ
Таҫта леҫет — хӑйсем ӑҫтан калаччӑр?
Чухлаҫҫӗ: вӗсене кӗтет Донбасс.
Погонсене те хӑнӑхман ӗретлӗн,
Танах шÿтлеҫҫӗ чӗлӗм туртнӑ май.
Пӗр фляжка сӑмакун куҫать черетлӗн
Алран алла, кирлех те мар нумай.
Вӑрҫа каять вунпилӗк ҫамрӑк каччӑ,
Лере мӗнле — КамАЗ кӑна пӗлет.
Паян ӗҫнишӗн ятласан — ятлаччӑр,
Тен, юлашки лараҫҫӗ пуль пӗрле...
ФИО участника
Белова Наталья
Возраст участника
32
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация