Порфирий Афанасьев
Порфирий Афанасьев
Ветерансем
Утать хăватлă халăх – çĕлĕк хыв!
Çĕнтерĕве чыслать Тăван çĕршыв.
Кĕрлет янравлă марш Çӳл тӳпене çити, –
Сулмаклăн илтĕнет салтак утти.
Утаççĕ паттăрсем – ветерансем,
Куççуль те савăнăç тутаннă аттесем,
Çут тĕнчене вутран хăтарнисем,
Пире телейлĕ пурнăç панисем –
Ветерансем.
Савса хĕвеллĕ тăнăç пурнăçа
Эсир васканă çулăмлă вăрçа.
Шăраннă пуль вутра
Е путнă пуль шывра –
Эсир çĕнтернĕ çав çапăçура!
ФИО участника
Руссейкин Савелий
Возраст участника
7
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация