Альбина Юрату " Тӑварлӑ куҫҫульпе йӗреҫҫӗ амӑшсем "
Кĕрхи сăр пĕлĕт хыт йĕрет куççуль тăкса,
Ÿкеççĕ тумламсем улмуççисем çине.
Йĕреççĕ амăшсем йÿçек куççуль акса
Тăпра ăшне ăсатнă май вăрçа ывăлсене.
Йĕреççĕ улмуççи çинчи сар çулçăсем,
Таса тумлам юхать, юхать куççуль пулса.
Салтак юрри юрлаççĕ харсăр ывăлсем,
Кашни хăй шăпине куçран пăхать шăлне çыртса.
Пĕлеççĕ ывăлсем: каяççĕ çапăçма,
Пĕрле илеççĕ амăшсен çут куççульне.
Çук, хăрамаççĕ вилĕме куçран пăхма,
Шанаççĕ: чĕрĕ таврăнайĕç каялла килне.
ФИО участника
Васильев Иван Андреевич
Возраст участника
13
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация