Пире вӑрҫӑ кирлӗ мар
Пире вăрçă кирлĕ мар!
- Пире вăрçă кирлĕ мар,
Миршĕн пурте кар тăрар!
Тăрна сассипе çеç тултăр,
Тван тавралăх, савнă ял.
Ирсерен пире вăраттăр
Киккириклĕ сар автан.
Тупă сасси ан янратăр,
Вăрçă вучĕ ан тапран!
Чечеклентĕр хула, ялăм!
Çиттĕр ырă çуркунне!
Вăрçă нушине курмарăм,
Курас марччĕ малашне!
Ват асаттене курман эп,
Вăрçă татнă пурнăçне.
Асăнса чечек хураймăп
Унăн вил тăпри çине.
Янкăр тăтăрччĕ тӳпе,
Вăрçă вучĕ ан кĕрлетĕр!
Тăнăçпах аван тĕнче
Асатте телей пиллеттӗр!
ФИО участника
Ильина Яна
Возраст участника
9
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация