К.Кольцов. Кӗт мана
Кӗт мана, эп таврӑнатӑп, хӗрӗм,
Ҫурхи шыв пек хамӑр таврана.
Ахаль мар калаҫҫӗ: "Пурнӑҫ йӗрӗ
Вӑл ҫӑка ҫулҫи пек ҫаврака".
Уйӑх урлӑ, Алтӑр ҫӑлтӑр урлӑ
Ярӑнать те ӗмӗт, пирӗн ҫеҫ
Хурлӑхан пек тӗлсӗр хура хурлӑх
Ял ҫинчен тӗтре пек сирӗлсен.
Кӗт мана, эп таврӑнатӑп, хӗрӗм,
Ҫуркунне пек хамӑр урама.
Эпир савнӑ аслӑ совет ҫӗрӗ
Нихӑҫан та пулмӗ чурара.
Яланхи пек пулӗ пирӗн ирӗк,
Ирӗкре ҫӗршывӑм - ват анне,
Хуласем те, аслӑ уйӑм-хирӗм
Юсасан капланнӑ суранне -
ФИО участника
Ермакова Юлия
Возраст участника
14
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация