Петĕр Хусанкай "Таня" поэма сыпăкĕ
Амăшне каларĕ хĕрĕ
Вăрттăн, ерипен:
— Эп вăрçа каятăп,
— терĕ, —
Маншăн ан шиклен.
Амăшĕ чăр пăхрĕ —
Эсĕ?!
Чакрĕ, чакрĕ
вăй...
Хĕрхенсе
куççульленмесĕр
Тӳсеймерĕ хăй.
Куç тулли тăрать
чипер хĕр
Унăн умĕнче.
Таврара кĕрлет
хисепсĕр
Юн тăкан тĕнче.
Эх, анне чĕри!
Çунать-çке
Вăл çапла ялан.
Çумĕнчи ăшă çуначĕ
Пушшине туйсан.
Йăвине
тĕрĕс-тĕкеллĕн
Вăл усрасшăнах.
ФИО участника
Николай Харламов
Возраст участника
15
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация