Нимакова Татьяна стихотворение "Салтак туйăме. Думы солдата".
Нимакова Татьяна стихотворение "Салтак туйăме. Думы солдата".
Ҫутатса умӗнчи медальне
Аса илчӗ салтак иртнине:
Тапӑнса килекен тӑшманне
Тӗпренех аркатса тӑкнине.
Йышлӑн хучӗҫ пуҫне ҫамрӑксем,
Нимӗҫсем фашистла тапӑнсан.
Сахал мар пӗччен юлчӗҫ хӗрсем
Каччӑсем тӗнчерен уйрӑлсан.