Кĕçтук Кольцов «Йытта – йытă вилĕмĕ»
Кĕçтук Кольцов
Йытта – йытă вилĕмĕ
Тăвăл пек тапранчĕ аслă халăх,
Вăл хаяррăн, çиллĕн çĕкленет.
Ваклама тухатпăр татăк-татăк
Çĕр çинчи чи ирсĕр çĕлене.
Авалтан пырать йăламăр çакă:
«Йытта йытă вилĕмĕ кĕтет».
Фашистсен ылханлă йăхĕ акă
Ӳпресен ĕмрийĕ пек пĕтет.
Вăл ăнлантăр, Советсен çĕршывĕ
Униче хапхийĕ мар иккен.
Эп вилсессĕн тухĕ манăн ывăл,
Хăй каччи ӳксессĕн – сар пике.
Кĕрт йытти хуртланнă, çĕрнĕ çарĕ
Сĕтĕрсе тухаймĕ ӳт-тирне.
Тантăшсем, хăюллăн та пĕр харăс
Халь утар-ха çапăçу хирне!
ФИО участника
Афанасьева Анна
Возраст участника
13
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация