Эпир Российара пурнатпар, Петер Хусанкай
Эпир Российӑра пурнатпӑр
Салтак винтовкине ҫакса,
Нумай ҫӗре эп ҫитсе куртӑм.
Ӑшра – нихҫан та манмасса –
Пурнатчӗ пӗр хаватлӑ туртӑм.
Ӑна сисетӗн пӗрмаях –
Хаваслӑ-и, хаяр-и тапхӑр.
Ӑна пӗлтерӗ виҫ сӑмах:
Эпир Российӑра пурнатпӑр.
Ют пылчӑк ерчӗ те атта
Часах хӑпса ӳксе тасалчӗ.
Кирек хӑҫан, кирек ӑҫта
Тӑван ҫӗршывӑмӑр асраччӗ.
Асраччӗ камӑллӑ чӗлхе,
Ун илемне ӑҫта туятпӑр?
Ӗмӗртенпе, ӗмӗрлӗхе
Эпир Российӑра пурнатпӑр.
ФИО участника
Андрей Никитин
Возраст участника
14
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация