Вăй патăр ашшĕ- амăш пилĕ
Ах,йывăр уйрăлу саманчĕ.
Чĕре-çке татăлса йĕрет...
Хытсамччĕ,кăмăлăм,хытсамччĕ,
Тăшман пиртен... куççуль кĕтет!
Ан хÿхлĕр-ха, ан хÿхлĕр сывă
Ывăлсене хурлантарса!
Сывпуллашма пулсан та йывăр,
Чăтсамăр кăмăл хытарса.
Вăй патăр ашшĕ-амăш пилĕ:
Ан пăшăрханччăр салтаксем!
Асра тăрсассăн тăван килĕ
Чунпа та çирĕпрех вĕсем.
Кĕрешчĕр тăшманпа, çĕнтерччĕр!
Вĕсемшĕн тивмĕ ÿкĕнме.
Раççей вутчуль пек çирĕп теччĕр,
Фашист ан хăйтăр сĕкĕнме!