Чыслатпӑр Ҫӗнтерӳ кунне
Çyлсеренех çут çуркунне
Чыслатпăр Çĕнтерÿ кунне.
Паттăрсене халалласа,
Пуçа таятпăр шăпланса.
Шур палăк ,асăну хăми,
Астăвăм-ĕмĕрлĕх хăни.
Паян, ыран та,малашне
Манмастпăр Çĕнтерÿ хакне!
Вăрçа кайса пуç хунисем,
Вут-çулăм витĕр тухнисем,
Çĕнтерÿпе таврăннисем,
Тылра ĕçпе хуçăлнисем-
Пайтах пуль курнă асапне
Çапах яман Çĕршыв ятне.
Упранăшăн тăван çĕре
Çут кун пилленĕшĕн пире
Тавах сире,мухтав сире,
Сăваплăх пултăр ĕмĕрех!
ФИО участника
Анна Красильникова
Возраст участника
13
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация