Александр Алка Харушлахпа хаярлах
Хитре хуласем ялкăшаççĕ вутра,
Ялсем çулăмра, улăхсем чĕрĕ юнлă...
Тăшман пуснă вырăн суранлă выртать,
Тăшман иртнĕ вырăн пуш хир пулса юлнă.
Шанатпăр эпир: çав çĕлен-калтана
Час нӳрлĕ çĕр çăтĕ, час нӳрлĕ юн витĕ,
Хаяр тавăру ярса тытнă ăна.
Пире Çĕнтеру курăнать çулăм витĕр,
Пире курăнать хĕвел сăнлă уяв,
Пире йыхăрать унта Пурнăç, Мухтав.