Стихотворение "Палӑк умĕнче"
- Тем пек кĕтрĕм эп сана
- Хĕрĕх пиллĕкмĕш ҫулта.
- Таврăнмарӑн-çке киле,
- Тухрӑм сана шырама.
- Тупрӑм санӑн палӑкна,
- Килтĕм эпĕ сан патна.
- Эс тухсамччĕ кунталла,
- Калаҫсамччĕ манпала.
- Санӑн çырӑвусене
- Эп упратӑп хальчченех.
- Паян кун та вĕсене
- Тек вулатăп кунсерен.
- Хăв пĕчĕк ачусене
- Кураймарăн ӱснине.
- Нушаллă ҫитĕннипех
- Пулчĕç ӑслӑ çынсемех.
- Темĕн чухлĕ йĕрсен те
- Тавӑраймӑн иртнине.
- Санӑн вилĕмсĕр ятна
- Ĕмĕр тытӑпӑр асра.
ФИО участника
Яруткина Светлана
Возраст участника
70
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация