Вӑрҫӑ каварӗ витер вӑркӑнатӑп. Яков Ухсай, 1943 ҫул
Вӑрҫа каварӗ витӗр вӑркӑнатӑп.
Мана шыранӑ пек шилет тӑхлан.
Анчах та эсӗ пӗр сехет кӑна та
Тухмарӑн, савнӑ тусӑм, асӑмран.
Сана курма паян ҫул ҫук, тӑванӑм.
Ман ҫулӑм вут та ҫулӑм ӑшӑнче,
Ӑна снаряд та бомба чаваланӑ,
Юлташӑмсен чӗр юрӗ ун ҫинче.
Вӑрҫӑ уй-хирӗнче ем-ешӗл Курск
Шӑтса ӳсессӗн, эпӗ таврӑнӑп,
Ирхи хӗвел хӗлхемӗ витер курӑп
Ҫӑра ҫаранлӑ хамӑн таврана.
ФИО участника
Ракова Олеся
Возраст участника
33
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация