Зоя Сывлăмпи "Ҫĕнеймĕҫ Раҫҫей салтакне"
Йăлтах пăтранать ҫут тĕнче:
Кураймăн вут-ҫулăм вĕҫне….
Унта, Украина енче,
Фашизм ҫĕкленĕ пуҫне.
Вутра халь Луганск та, Донбасс..
Епле ҫакна халăх чăтать?
Ҫапла самани… Мĕн тăвас?-
Эпир суйламан вăхăта.
Кĕрешнĕ фашист мурĕпе
Тахҫан асатте, кукаҫи,
Ун чух ҫĕрĕпе, кунĕпе
Кĕрленĕ Аттелĕх вăрҫи.
Паян юн тăкса ҫапăҫма
Тивет вĕсемпе мăнуксен.
Йышпа ҫĕнтерӳ туптама
Ҫитейтĕр вăй-халĕ вĕсен.
Шанатпăр: сӳнет ҫулăм-вут.
Кăтартĕ ҫĕр-шыв хăватне!
Нихҫан, нимĕнле ҫичĕ ют
Ҫĕнеймĕ Раҫҫей хăватне!
ФИО участника
Егорова Юлия Александровна
Возраст участника
11
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация