Амăш пилě
Хапха умне тухса тăрса
Амăш ăсатнă ывăлне
Анчах йěрсе те макăрса
Йывăрлатман салтак чунне
Юлашки хут ыталаса
Каланă вăл хуллен ăна
Пěлетěп йывăр пуласса
Нумай асап кěтет сана
Ялан вăй кěтěр чěрÿне
Сав аннÿне те ςěршыва
Шанатăп эпě ёненеп:
Киле эс таврăнăн сывах
Хăрушă пулнă вăрςăра
Ϛапах пуςне усман салтак
Ялан хěрÿ ςапăςура
Ялан вутра, ялан малта
Вăл илтнě хурςă йěнине
Вăл хуςнă вилěм ςăвине
Ϛапах пěр пуля та унне
Юхтарайман вĕри юнне
-Шинелě унăн хурςă тен?
Шÿт тунă салтаксем тавра
ФИО участника
Антон Кириллов
Возраст участника
9
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация