"Амăшĕн пехилĕ"
"Амăшĕн пехилĕ"
Хапха умне тухса тăрса,
Амăш ăсатнă ывăлне,
Анчах йĕрсе те макăрса
Йывăрлатман салтак чунне.
Юлашки хут ылталаса
Каланă вăл хуллен ăна:
-Пĕлетĕп йывăр пуласса,
Нумай асап кĕтет сана.
Вилес пулсассăн, чĕрÿне
Пар пархатарлăн çĕр-шыва,
Анчах шанатăп, ĕненеп:
Киле эс таврăнăн сывах...
Вал курнă вилĕм çавине,
Вал илтнĕ хурçă йĕнине.
Çапах пĕр пуля та унне
Юхтарайман вĕри юнне.
-Шинелĕ унăн хурçă, тен!-
Шÿт тунă салтаксем тавра...
Ăна сыхланă вилĕмрен
Амăшĕн пехилĕ вăрçăра.
ФИО участника
Григорьева Анастасия
Возраст участника
12
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация