Ан курӑр вӑрҫӑ, ачамсем
Вӑрӑ-хурах пек систермесӗр
Тăшман пуçланӑ вӑрҫӑна.
Вĕлернӗ шутсӑр, шеллемесӗр
Пĕр айăпсӑр мӗн чуль ҫынна.
Фашизм ҫӗнтерме шутланӑ,
Пит хӑвăрт иртнӗ вăрҫӑра.
Иккĕленмесӗр каппайланнӑ,
Тĕнче кӗҫ пулӗ ман алра.
Тăван ҫӗр шывӑн хӗрлӗ ҫарӗ
Ун умĕнче пуҫне тайман.
Пĕр чарăнмасӑр кунӗн-ҫӗрӗн
Вӑл хӑй ӑна канӑҫ паман.
Малтанлӑха пит йывӑр пулнӑ,
Чакни те пулнӑ каялла.
Анчах, тăшман та хӑвăрт туйнӑ –
Кунта утаймӑн маршпала.
ФИО участника
Игорь Майков
Возраст участника
60
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация