Галина Енейкина "Ҫĕнтерӱпе килĕр"
Ҫĕршывăма хаяр тăшман
Юнанине курса
Чăваш аяккинче юлман,
Ларман алне сулса.
Вăл тăхăнса салтак тумне
Хĕртет халь тăшмана,
Ҫак утăм пархатарлине
Пĕлсе хирет ăна.
Раççейĕн пур кĕтесĕнчен
Пуçтарăннă яшсем,
Эсир маттур, хăюллинчен
Тăратпăр тĕлĕнсе.
Эсир-Раççей салтакĕсем!
Ку ят-ялав пекех!
Эсир-ыр хӱтĕлевçĕсем!
Тăратăр тĕрĕсех!
Маттур салтаксемпе пĕрле
Халь пирĕн чĕресем.
ФИО участника
Егорова Анфиса
Возраст участника
9
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация