Лучшее исполнение стихотворения. Аркадий Лукин. "Манман-ха вăрçă суранне".
Аркадий Лукин. Манман-ха вăрçă суранне.
Манман-ха вăрçă суранне:
Тăван çухатнă тăванне;
Кĕтет паян та ывăлне
Шур çÿçлĕ ватă асанне.
Манман-ха вăрçă суранне:
Вăрман та, улăх та çаран…
Куратпăр бомба ванчăкне
Хире суха тума тухсан.
Манман-ха вăрçă суранне:
Ял-ялсенче те хулара.
Пуç хунă паттăрсен ятне –
Сăваплă палăксем умра.
Манман-ха вăрçă суранне:
Куççуль типмен-ха çĕр çинче!
Сыхлатпăр пурнăç хĕвелне
Тăван çĕршывăн чиккинче.
ФИО участника
Антон Шуськин
Возраст участника
12
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация