"Салтак"
Салтак
Çăмăл мар салтак пулмашкăн
Тутлă мар хĕсмет пăтти.
Тăван çĕре сыхламашкăн
Кашни çамрăкăн шăпи.
Кукаçи те салтак пулнă
Ик çул тăнă службăра.
Совет çĕрне вăл сыхланă
Иртме паман тăшмана.
Эпĕ те ÿссе çитсессĕн
Тăхăнăп салтак тумне.
Эп туятăп: мир пулсассăн
Ырлăх курĕ çут тĕнче.
ФИО участника
Тимофеев Петр
Возраст участника
8
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация