стихотворение Максима Ястрана "Ирхине, шурăмпуç çĕкленсессĕн"
Ирхине, шурăмпуç çĕкленсессĕн,
Хĕрлĕ хĕм хĕретсен тухăçа,
Тăшмана аркатса çĕмĕрмешкĕн
Эшелон тухса кайрĕ вăрçа.
Эшелон тухса кайрĕ... А эсĕ
Тутăрна сĕлтсе юлтăн пĕччен.
Сан шур тутăр питех çӳçентерчĕ
Ман чуна çеçен хир тӳпинче.
Курăнми пултăн эс. Эпĕ кайрăм,
Сан сăнна асăмра упраса.
Сан çинчен çыртăм эп сăвă-юрă,
Сăмаха ахах пек суйласа.
ФИО участника
Иванова Дарья Максимовна
Возраст участника
7
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация