Кил-ха, анне, калаҫар...
Куҫҫульна ан юхтар эс, аннеҫӗм,
Куҫ тулли каплансан та, пытар.
Чӗрӗ, сывӑ киле ҫитейменшӗн
Ывӑлна ӗнтӗ халӗ каҫар.
Ан йӗрсем эс, аннеҫӗм, пӗр вӗҫӗм,
Ман ятпа халь эс ҫут ҫуртуна.
Пӗччен чух, тен, манпа эс калаҫӑн
Тӗттӗмре ҫуннӑ майӑн ҫурта.
Юхтарать пуль ҫурта ҫут мерченӗн
Ман куҫҫуль вырӑнне тумламне.
Ҫумӑнтах эп тӑратӑп, аннеҫӗм,
Эп туятӑп чӗрӳн таппине.
Пурччӗ манӑн сӑваплӑ пӗр тивӗҫ -
Ҫӗр-шыва тӑшманран сыхлама.
Чунӑмра упранатчӗ-ҫке шанӑҫ -
Сан пата каялла таврӑнма.
ФИО участника
Чуманова Людмила
Возраст участника
49
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация