"Чи хаклӑ парне"
Александр Артемьев "Чи хаклӑ парне"
Юрлă-çумăрлă çанталăк
Тăват çул алхасрĕ тек
Юнлă-çулăмлă çулталăк
Кашниех çур ĕмĕр пек
Юрĕ-çумăрĕ татахчĕ...
Пуля — кĕтнĕ çимĕç мар.
Кашни пуля — пĕр салтакчĕ,
Ман юлташчĕ, нимĕç мар.
Урлă-пирлĕ шăхăратчĕ,
Суккăр пуля ши те ши!
Ман пуçа вăл шав шыратчĕ
Тупĕ-ши те тупмĕ-ши?
Ах, аннем, вилес килместчĕ
Ют çĕрте вунсаккăрта!
Пурăнас тесех сикетчĕ
Яш чĕреçĕм кăкăрта
ФИО участника
Емельянова Диана
Возраст участника
13
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация