Петēр Хусанкай «Ман çăлтăр»
Ман Ҫӑлтӑр
Ман чатӑрӑн ҫӗтӗкӗнчен
Пӑхать пӗр ҫӑлтӑр каҫсерен.
Ҫил кӗрӗ, тумлӗ шыв, пӗлеп.—
Ҫав шӑтӑка сапламӑп эп.
Мӗскер тӑвас? Поэт-салтак
Сентименталлӑ ҫав пӑртак.
Шанас килет: ман ҫӑлтӑр вӑл.
Манран ниҫта ан юлтӑр вӑл.
Ăҫта пулсан та эп-часах
Мана вӑл туптӑр шыраса.
Вакун чӳречинчен пӑхса
Мана вӑл ятӑр ӑсатса.
Палаткӑра е окопра
Манпа вӑл пултӑрччӗ вара.
Разведкӑна е хурала
Манпа вӑл тухтӑр каҫпала.…Ссылка на текст
ФИО участника
Баранова Ольга Александровна
Возраст участника
18
Для участия в голосовании или комментирования требуется авторизация